
Канаш муниципалитет округӗнче паян ҫӗрле пушар пулнӑ. Унта 200 ытла рулон утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар Пукӑртан ялӗнче пулнӑ. Ҫулӑм 240 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунах Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Канаш хулинче тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче мунчасене ҫулӑм ярса илнӗ.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнче вара трактор хыпса илнӗ. Пушара ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм мотор отсекне тата кабинӑна сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран ун пек ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫав ӗҫе чарса лартнӑ иккен, мӗншӗн тесен явап тыттармалли вӑхӑт иртнӗ-мӗн.
Шпилеваяна пуҫиле майпа унччен пӗрре пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл икӗ тӑлӑха пурӑнма юрӑхсӑр хваттер уйӑрса панӑран пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Шпилевая 3,2 миллион тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ, пуҫиле ӗҫе вӑхӑт иртнӗ тесе чарса лартнӑ.
Хальхинче ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарнӑ, судра пӗрремӗш лару ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне судья суда хутшӑнакансенчен пӗрин тӑванӗ пулнӑран судьяна ылмаштарма йышӑннӑ. Хальхинче, иккӗмӗш ларура, ӗҫе урӑх судья ӗҫе пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ.

Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫемьене пушар пирки систерекен хатӗрсем тӳлевсӗр лартса парӗҫ. Вӑл хатӗрсене нумай ачаллӑ ҫемьесенче, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче, социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесенче вырнаҫтарӗҫ.
Пушар пирки систерекен хатӗре (вӑл тӗтӗм тухсан сасӑ кӑларса асӑрхаттарать) вырнаҫтарма республика хыснинчен 1,4 миллион тенке укҫа уйӑрнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ыйтнипе укҫана Улатӑр, Красноармейски тата Тӑвай районӗсене валеҫсе панӑ. Унччен вӑл тӗллевпе кӗмӗле ытти муниципалитета та уйӑрса панӑ.
Патшалӑх хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа ятарлӑ ҫав хатӗрсене туянӗҫ тата вырнаҫтарса парӗҫ.

Республикӑра каллех шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ хурлӑхлӑ хыпар. Пӑрачкав округӗнче арҫын путса вилнӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех Никольски ялӗнче пулнӑ. Хайхи арҫын шыва кӗме ятарласа хатӗрлемен вырӑнта чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Унта «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ та ҫакӑнса тӑрать. Анчах ку ӑна тытса чарман – вӑл шыва чӑмнӑ. Чӑмнӑ та каялла тухайман.
Аса илтерер: пӗр кун маларах, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнче Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен хӑнана килнӗскер пулнӑ. Шыва кӗнӗ чухне арҫын ӳсӗр пулни паллӑ.

Вӗсем ҫӑл патӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ та калаҫса кайнӑ. Шӑпа вӗсен ҫулне тӳрех пӗрлештермен: уйрӑлнӑ та, пӗр-пӗринчен аякра та пурӑннӑ… Улатӑр округӗнче пурӑнакан Анатолий тата Татьяна Атнашкинсем туй тунӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ – вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Техникум пӗтерсен Татьяна Вячеславовна Йошкар-Олана ӗҫлеме кайнӑ. Анатолий Ильич вара ӑна ярасшӑн пулман, ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Иккӗшӗ хӗре киле каялла ярассишӗн ҫине тӑнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та. Кӗҫех ҫамрӑксем туй тунӑ.
Каярахпа мӑшӑр Ҫурҫӗре куҫса кайнӑ, унта 35 ҫул пурӑннӑ, унтах хӗрӗсем ӳснӗ. Вӗсен – икӗ хӗр. Халӗ виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ылтӑн туй кунхине Атнашкинсене ЗАГСа чӗннӗ. Вӗсем 50 ҫул каяллахи пек Мендельсон маршне итлесе киленнӗ, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ та вальс ташланӑ.

Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Халӗ вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.

Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫӗленсем нумай! Республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх йышланнине палӑртнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
Иртнӗ канмалли кунсенче 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Шар курнисен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем.
70 ҫулти арҫын утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра ураран темӗн йӗп пек чикнине туйнӑ. Вӑл пушмакпа пулнӑ-ха, ҫапах хура ҫӗлен ӑна сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм пахчара ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ вӑхӑтра хура ҫӗлене асӑрхаса ӗлкӗреймен. 30 ҫулти хӗрарӑм та ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Вӑл уйра хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: уйра, вӑрманта хупӑ пушмакпа, вӑрӑм шӑлаварпа ҫӳремелле, вӑрӑм курӑк хушшине кӗме тӑрӑшмалла мар, чулсем тата пӗренесем патӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫӗлене курсан тытма, хӑвалама юрамасть, лӑпкӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче малашне ҫӗнӗ прокурор ӗҫлӗ. Ку вырӑна Раҫҫей Тӗп прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн юстицин кӗҫӗн канашҫи Артур Белов йышӑннӑ.
Артур Белов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухсан вӑл 2013 ҫултанпа Чӑваш Ен прокуратуринче аслӑ специалистра ӗҫленӗ. 2017-2021 ҫулсенче Чӑваш транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи тата аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. 2021 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче, республика прокуратуринче тата Тӑвай районӗн прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2024 ҫултанпа вара Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратурин коллективне ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ.

Чӑваш Енри полицейскисем Пӑрачкав округӗнче «Хавал» машина патне пынӑ та… Унта – 3 килограмм наркотик.
Упӑшкипе арӑмӗ ҫав самантра ҫул хӗрринче канма чарӑннӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӗсем патне ҫул-йӗр инспекторӗсем пынӑ. Багажнике уҫса пӑхсан унта 3 килограмм наркотик тупнӑ. Тӗрӗсрех каласан, упӑшкипе арӑмӗ хӑйсемех гашишпа марихуана ӑҫта выртнине кӑтартнӑ.
Мӗнле пулса иртнине те каласа панӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӗсем ҫак партие Сарӑту облаҫӗнчен вӑрттӑн вырӑнтан илсе кайнӑ. Ӑна вӗсем Тутарстанра сутма палӑртнӑ, анчах ав унта ҫитеймен.
Упӑшкипе арӑмне пысӑк виҫӗпе наркотик сутма тӑнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Вӗсен 4 миллион ытла тенкӗ тӑракан машинине арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Паян Чӑваш Енре шыв ҫинче инкек пулнӑ. Улатӑр округӗнче 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Вӑл тусӗсемпе пӗрле Ахматово ялӗнчен инҫех мар Улатӑр юханшывӗнче шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра арҫын ача шывпа чыхӑнса кайнӑ та тӑрук путнӑ. Шел те, юлташӗсем ӑна пулӑшайман. Унӑн виллине водолаз тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: ачасене шыв хӗррине аслисемсӗр ямалла мар.
Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра шыв-шур ҫинче пулнӑ пӗрремӗш инкек ку.
